Вӑрмар районӗнче усламҫӑ автобус водительне ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ: 143 пин тенкӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: усламҫӑ пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус водительне 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ӗҫ укҫи – пӗтӗмпе 143 пин тенкӗ – тӳлемен. Кунсӑр пуҫне усӑ курман отпускшӑн 11 пин тенкӗ ытла паман.
Усламҫӑ тӗлӗшпе икӗ уйӑх ытла шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе мӗнле тӗпченине Вӑрмар районӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.
Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫемьере раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ. Анчах ашшӗпе амӑшӗ хӗр пӗрчине тӳрех ят хуман. Хӑйсем вара килӗшнӗ ята ача ҫут тӗнчене киличченех суйласа хунӑ. Сӑмах май, ачана регистрацилеме пӗр уйӑх параҫҫӗ.
Пӗлтӗр ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрмарти ЗАГСра регистрациленӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна Кристина-Наталия ят панӑ.
Кунашкал тӗслӗх Вӑрмар районӗнче унччен пулман. Палӑртмалла: саккун ачана дефис урлӑ ҫырса икӗ ят хума ирӗк парать.
Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ачасем Сурхури елкинче савӑннӑ. Шӑпӑрлансем культура ҫуртне пухӑнса Христос ҫуралнӑ уява паллӑ тунӑ.
Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ачасене Христос ҫуралнӑ уявпа ҫыхӑннӑ историе каласа кӑтартнӑ, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн шӑпӑрлансем сӑвӑсем вуланӑ, юрланӑ, ташланӑ, елка тавра карталанса тӑнӑ.
Уява Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Вӑл ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансемшӗн ҫак уява усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
«Ҫӳп-ҫап реформи» пурнӑҫа кӗнӗ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа ялсенчен илсе тухас ӗҫ пур ҫӗрте те йӗркеленсе ҫитеймен. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кавал – манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» ушкӑнра ялта ҫӳп-ҫап сапаланса выртнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ӑпӑр-тапӑра пухма контейнер ҫук.
Вырӑнти администраци ҫӳп-ҫап пухмалли вырӑна палӑртнӑ, анчах контейнер лартман. Ҫынсем ӑпӑр-тапӑра ҫав вырӑна ҫӗр ҫине купаласа хунӑ. Анчах ҫиллӗ ҫанталӑкра ял тӑрӑх ҫӳп-ҫап вӗҫет.
Етӗрне хулинче вара урӑхла лару-тӑру – администраци контейнерсем илсе килнӗ, анчах вӗсене кутӑн май лартнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнчен пуҫласа «Экоцентр» ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ҫын пуҫне 74,44 пус тӳлемелле. Кӑҫалтан ку хак ӳснӗ: 75 тенкӗ те 70 пус.
Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнче пурӑнакан Зоя Кудрова юртан тем тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать.
Ҫакна вӑл кӑҫал пуҫласа тытман. Ӳркенмен хӗрарӑм вӗҫӗмех ҫапла аппаланать. Юр кӳлепесене ӑсталакансен конкурсне районти конкурсне вӑл, шел те, хутшӑнайман. Кун пирки Тикеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов пӗлтернӗ. Малтан юр пулман та. Раштав вӗҫӗнче юр нумай тултарнӑ хыҫҫӑн кинемей васкаса ӗҫе кӳлӗннӗ. «2019 ҫул», — тесе те ҫырнӑ вӑл.
Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Кудрова вырӑнти хуҫалӑхра трактористра тӑрӑшнӑ, кайран вӑл дояркӑра кӳлӗннӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан уй-хир бригадинче тимленӗ. Паян мӑнукӗсене ӳстерме пулӑшать.
Юр кӳлепесене вӑл мӑнукӗсене савӑнтарас тата вӗсене илеме ханӑхтарас килнӗрен, ӳнере юратнӑран ӑсталать.
.
Иртнӗ шӑматкун Чӑваш Енри ашшӗсен пӗрремӗш форумӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлӗ ҫын пулма, хӑйсене пур енлӗн аталаннӑ ҫын евӗр туйма пулӑшасси, ашшӗн ят-сумне ӳстересси пирки калаҫнӑ.
Ашшӗсен канашне Чӑваш Енри 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи Алексей Мурыгин калашле, ик айкки те тӑвайкки маррисем пуҫтарӑннӑ унта.
Форума ирттерме ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Ачасен правине хӳтӗлес енее ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй йӗркеленӗ.
Форум виҫӗ секцие пухӑнса ӗсленӗ. Унта хастарсем шкула, ача пахчисене тухса хӑйсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарнӑ. Ашшӗсен канашӗн пайташӗсем Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисенче, Вӑрмар районӗнче уйрӑмах хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗрин хӑмла типӗтмелли Раҫҫейре кӑларнӑ комплекс пулӗ.
Хӑмла типӗтмелли комплекса Раҫҫейре тӑвас ыйтӑва Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӗл пулӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, республикӑри хамла туса илекенсем, Чӑваш Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев тата аслӑ шкулӑн инженери факультечӗн деканӗ Николай Пушкаренко хутшӑннӑ. Вӗсем Чукун ҫул техникин 41-мӗш тӗп савучӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ.
Савутӑн аталану енӗпе ӗҫлекен директорӗ Вадим Хромых тата Артур Дышаленков тӗп конструктор ХС-400 хӑмла типӗтмелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекс тӑвас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, комбайна 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тӗрӗслесе, ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Вӑрмар районӗнчи «АгроРесурсы» предприятире вырнаҫтарса ӗҫлеттерсе пӑхасшӑн, кӗркунне хута ярасшӑн.
Савутпа ял хуҫӑлӑх предприятийӗн ертӳҫисем хут ҫине алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: ку тӳлев 1 ҫын пуҫне 74,44 тенкӗпе танлашать. Ку ҫӗнӗлӗх чылай ҫынна тавлаштарнӑ. Ара, чылай ялта ҫӳп-ҫапа пӗмешкӗн контейнер та ҫук-ҫке.
Контейнер лартман пулсан укҫа тӳлемелле мар, кун пек чухне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн акт тумалла та ӑна регионти оператора памалла. Лешӗ куншӑн перерасчет тӑвать. Кун пирки «Экоцентр» МВК» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку реформа пирки чылай маларах калаҫма пуҫланӑ. Апла пулин те пур ял тӑрӑхӗ те хатӗрленсе ҫитеймен, ялсенче контейнерсем лартман. Вырӑнти пуҫлӑхсен халӑхпа пуху ирттермелле, унта контейнер лартса ҫӳп-ҫапа хӑш вырӑна пӑрахассине татса памалла пулнӑ.
Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 291 ял тӑрӑхӗнчен 171-шӗ кӑна кун пирки сведени панӑ. Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Канаш, Вӑрмар, Муркаш, Куславкка районӗсем васкамаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енри ачасем «Символы России. Литературные юбилеи» (чӑв. Раҫҫей элемӗсем. Литература юбилейӗсем) Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кирилл Даниловпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Ксения Мартьянова ӗҫӗсем пирӗн республикӑрисенчен чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.
Раҫҫей Культура министерстви, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗ, В.И. Даль ячӗллӗ Раҫҫей литературин историйӗ патшалӑх музейӗ, Раҫсейӗн ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗшӗн пирӗн патра Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗ яваплӑ пулнӑ. Ачасене ҫула кура икӗ категорипе пайланӑ: 7-10 тата 11-14 ҫултисене.
Малтан каланӑ йышра Степанов Даниил (Красноармейски районӗ), Пахинов Александр (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Алексеева Елизавета (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Александров Максим (Муркаш районӗ), Ефремова Ольга (Пӑрачкав районӗ), Матвеева Александра (Вӑрмар районӗ), Данилов Кирилл (Ҫӗрпӳ районӗ), Шепилова Екатерина (Шупашкар районӗ), Антипов Олег (Шӑмӑршӑ районӗ), Семенова Надежда (Ҫӗмӗрле районӗ), Тимофеева Виталия (Етӗрне районӗ), Муратова Екатерина (Елчӗк районӗ), Николаева Анна (Тӑвай районӗ), Павлова Виктория (Канаш хули), Копанева Мария (Ҫӗнӗ Шупашкар), Николаева Евгения (Шупашкар) палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |